Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Пур пӗрле, ҫук ҫурмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ҫӑлтӑр ҫути

Нарӑсӑн-1-мӗшӗпе акан 30-мӗшӗ хушшинче пирӗн пӗрлӗх «Ҫӑлтӑр ҫути» комикссен ӑмӑртӑвне ирттерчӗ. Ҫӑвӑн 15-мӗшӗнче эпир ӑна пӗтӗмлетрӗмӗр, ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртрӑмӑр.

Чи малтанах, шутласа хунӑ тӑрӑх, мала тухнисене хисеп хучӗсемпе ҫулталӑк вӗҫӗнче парнесем парса чыслас тесеччӗ. Анчах чылайӑшӗ ыйтнипе хисеп хучӗсене маларах пама килӗшрӗмӗр.

Ҫапла май хисеп хучӗсемпе ӗнентерӳ хучӗсене эсир Шупашкарта вырнаҫнӑ Республикӑн вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхи кафедрине пырса илме пултаратӑр.

Май пулсан, 2012-2013 вӗренӳ ҫулӗн 1-мӗш ҫурҫулӗнче комикссен ӑмӑртӑвне тепӗр хут ирттерме тӑрӑшӑпӑрах!

 

Ольга Вазина ӗҫӗнчен
Ольга Вазина ӗҫӗнчен

2012 ҫулхи нарӑсӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа пирӗн пӗрлӗх тата Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ ачасемпе ҫамрӑксен хушшинче «Ҫӑлтӑр ҫути» комикссен конкурсне ирттерчӗ. Ӗҫсене эпир акан 30-мӗшӗччен йышӑнтӑмӑр, халӗ вара ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртма вӑхӑт ҫитрӗ.

Хаклавҫӑсем шутӗнче пулчӗҫ: Плотников Н.А, Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп администраторӗ; Сосаева А.А., Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ кил-йыш вулав центрӗн библиотекарӗ; Иванова Н.Г., Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн доценчӗ; Мордвинова А.И., гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӳнер ӑслӑлӑхӗсен пайӗн аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ.

Пур хаклавсене пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн ҫак ачасем мала тухрӗҫ:

• 1-мӗш вырӑн: Ольга Вазина (Хӗрлӗ Чутай районӗ, Питӗркасси шкулӗ, 10 кл., ертӳҫи — Жукова Людмила Валентиновна, чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен), вӑтам балл — 4.75;

• 2-мӗш вырӑн: Ширяева Наташа, Сергеева Даша (Канаш хули, 10-мӗш шкул, 7 кл., ертӳҫи — Яклашкина Светлана Николаевна, чӑваш чӗлхине вӗрентекен), вӑтам балл — 4.

Малалла...

 

Акан 30-мӗшӗ иртнӗ май эпир ирттерекен «Ҫӑлтӑр ҫути» комикссен ӑмӑртӑвӗн 1 тапхӑрӗ вӗҫленчӗ. Ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗ тӗлне ӗҫсене хак парса вырӑнсене палӑртӑпӑр.

Пӗрремӗш тапхӑра вӗҫленӗ май ҫак пӗтӗмлетӳсене тума май пур:

- пурӗ 11 ӗҫ килчӗ;

- хутшӑнакансен йышӗ — 13 ача (1-9 кл.)

- 7 шкул ачисем хутшӑннӑ — Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Питӗркасси шкулӗ, Ҫӗрпӳ районӗнчи Михайловка шкулӗ, Шупашкарти 49-мӗш шкул тата 2-мӗш лицей, Красноармейски районӗнчи Красноармейски тата Именкасси шкулӗсем, Канашри 10-мӗш шкул.

Пур ӗҫсемпе те эсир кунта паллашайратӑр.

Ку ӑмӑрту пирӗншӗн ҫӗнӗлӗх пулчӗ, ҫавна май ӗҫсен йышӗ пысӑках маррине эпир ҫитменлӗх тесе хак памастпӑр.

Малалла...

 

«Ҫӑлтар ҫути» комикссен ӑмӑртӑвне тепӗр ӗҫ килсе ҫитрӗ. Хальхинче те Хӗрлӗ Чутай районӗнченех, Питӗркасси вӑтам шкулӗнченех. Ӗҫе пурнӑҫлаканӗ — Вазина Ольга Александровна. Ертӳҫи — чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Жукова Людмила Валентиновна.

Ку комикспа паллашсан эсир Ӑрӑс ҫалтӑр пирӗн несӗлсене епле пулӑшма пултарни пирки пӗлейретӗр.

Аса илтеретпӗр, «Ҫӑлтар ҫути» ӑмӑртӑва 18 ҫула ҫитмен ҫамрӑксемпе ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Пӗр ӗҫе темиҫен пӗрлешӗнсе тума та юрать: пӗри, сӑмахран, сюжет хатӗрлет, тепри — хитре ӳкерет, виҫҫӗмӗшӗ калаҫу сӑмахӗсене йӗркелет.

Сюжет ҫӑлтӑрпа ҫыхӑнмалла. Комикс сюжетне уҫса пама 2 листаран (кашни А4 пысӑкӑш) кая мар усӑ курмалла. Хут листин пӗр енӗ таса юлмалла. Ӗҫе хатӗрленӗ май хуть те мӗнле техникӑпа усӑ курма юрать — кӑранташ, калем, фломастер, гуашь, пастель, кӑмрӑк кӑранташӗ т. ыт.

Ӗҫсене эпир ака уйӑхӗн 30-мӗшӗччен йышӑнатпӑр.

 

Комикс пайӗ
Комикс пайӗ

Эпир тин кӑна пуҫарнӑ «Ҫӑлтар ҫути» комикссен ӑмӑртӑвне пӗрремӗш комикс килсе ҫитрӗ. Унӑн авторӗсем — Хохлов Евгенийпе (3 кл.) Вазин Сергей (1 кл.). Вӗсем Хӗрлӗ Чутай районне кӗрекен Питӗркассинчи вӑтам шкулта вӗренеҫҫӗ. Ертӳҫи — пуҫламӑш класри ачасене вӗрентекен Хохлова Татьяна Яковлевна.

Ҫамрӑк ӳнерҫӗсен ӗҫӗнче чӗрӗпсен сӑнарӗсем калӑпланнӑ. Комикс пысӑках мар пулин те пуҫламӑш классенче пӗлӳ пухакансемшӗн вӑл кӑсӑклӑ та интереслӗ пулмалла. Женӑпа Сергей пуҫарӑвӗ ыттисене те хавхалантарасса шанатпӑр.

«Ҫӑлтар ҫути» ӑмӑртӑва пуҫарса эпир ачасемпе ҫамрӑксен ӳнер пултарулӑхне аталантарас, ушкӑнпа ӗҫлеме хӑнӑхтарас тата ҫутҫанталӑкпа тӑван тавралӑх пулӑмӗсене ӳкерчӗк мелӗпе уҫса пама вӗрентес тӗллев латрасшӑн. Конкурса 18 ҫула ҫитмен ҫамрӑксемпе ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Пӗр ӗҫе темиҫен пӗрлешӗнсе тума та юрать: пӗри, сӑмахран, сюжет хатӗрлет, тепри — хитре ӳкерет, виҫҫӗмӗшӗ калаҫу сӑмахӗсене йӗркелет.

Малалла...

 

Чӑваш халӑх сайчӗпе Чӑваш чӗлхин инҫет вӗрентӳ центрӗ шкул ачисене тепӗр ӑмартӑва хутшӑнма йыхравлать. Хальхинче эпир комикссен конкурсне йӗркелес терӗмӗр, ӑна «Ҫӑлтӑр ҫути» ят патӑмар.

Ҫак ӑмӑртӑва пуҫарса эпир ачасемпе ҫамрӑксен ӳнер пултарулӑхне аталантарас, ушкӑнпа ӗҫлеме хӑнӑхтарас тата ҫутҫанталӑкпа тӑван тавралӑх пулӑмӗсене ӳкерчӗк мелӗпе уҫса пама вӗрентес тӗллев латрасшӑн.

Конкурса 18 ҫула ҫитмен ҫамрӑксемпе ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Пӗр ӗҫе темиҫен пӗрлешӗнсе тума та юрать: пӗри, сӑмахран, сюжет хатӗрлет, тепри — хитре ӳкерет, виҫҫӗмӗшӗ калаҫу сӑмахӗсене йӗркелет.

Сюжет ҫӑлтӑрпа ҫыхӑнмалла. Комикс сюжетне уҫса пама 2 листаран (кашни А4 пысӑкӑш) кая мар усӑ курмалла. Хут листин пӗр енӗ таса юлмалла. Ӗҫе хатӗрленӗ май хуть те мӗнле техникӑпа усӑ курма юрать —кӑранташ, калем, фломастер, гуашь, пастель, кӑмрӑк кӑранташӗ т. ыт.

Ӗҫсене 2012 ҫулхи нарӑсӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 30-мӗшӗччен йышӑнатпӑр. Ҫӗнтерӳҫӗсене 2012 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗ тӗлне палӑртӑпӑр. Ӑмӑртун тулли положенийӗпе кунта паллашма май пур.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.04.2024 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ наянланма юрамасть - пурнӑҫлама палӑртнинчен чылайӑшӗ парӑнӗ. Теветкелленме, килӗшӳсем алӑ пусма, хака хӑпартма, йышӑну хӑвӑрт тума ан хӑрӑр. Сывлӑх пирки те манмалла мар: эрех-сӑрапа, сиенлӗ ытти йӑлапа ан айкашӑр. Чӗрене упрӑр, юн пусӑмне тӗрӗслӗр.

Ака, 28

1946
78
Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
1966
58
Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ вилнӗ.
1966
58
Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ, вӗрентекен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй